Кӑҫал паллӑ тюрколог, 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарне пухса хатӗрленӗ, СССР Наука академийӗн член-корреспонденчӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Корифей чувашской филологии» онлайн-ивкторина ирттерет.
Николай Ашмарин чӑваш халӑхӗн культурипе вӗрентӗвне нумай тӳпе хывнӑ. Мускаври тухӑҫ чӗлхесен институтӗнче вӗреннӗ. Вӑл чӑваш чӗлхине нумай тӗпченӗ, унтан вӑл 17 томлӑ чӑваш чӗлхи словарьне пухса хатӗрленӗ. Вӑл кӑларӑм чӗлхе пӗлӗвӗнче питех те пӗлтерӗшлӗ.
Agabazar // 4166.4.5374
2025.10.07 07:46 | |
Тата, паллах, Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçĕвĕçлĕхне туни пирки асăнманни шиклентерет (тĕрĕссипе, чăн малта çавă тăмалла).