РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Евпатори тӑванла хуласем пулса тӑрӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Крымри хулана тӑванлашни ҫинчен калакан килӗшӗве ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.
Аксаков шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ документа йышӑнсан хуласем культура, социаллӑ пурнӑҫ тата ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫав шутра Шупашкар ачисем Евпатори хулинче канайӗҫ.
Шупашкар хулин паянхи ун тӗлне тӑванла тӑхӑр хула: Санта-Клара (Куба), Эгер (Венгри), Гродно (Беларуҫ), Рунду (Намиби), Аньцин (КНР), Сухум (Абхази), Лима (Перу), Торез (ДНР) тата Хэфей (КНР).
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.
Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.
Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |