«Чунташсем» черетлӗ «Чунҫӳреве» кайма тухнӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вӗсем паян ирхине ҫула тухнӑ. Карачай-Черкессине ҫитиччен Шӑмӑршӑра, Домбайра,Волгоградра, Элистӑра, Карачайра чарӑнӗҫ.
«Пирӗн йӑх-несӗлсен ҫӗрӗ тӑрӑх утӑпӑр, хамӑрӑн авалхи пӑлхар историне аса илӗпӗр», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать. Ҫакӑн ҫинченех тата тепӗр араб ҫулҫӳревҫи Ибн-Русте те ҫырать: «Пӑлхарсем — ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан халӑх, вӗсем тулӑ, урпа тата вир йышши тӗрлӗ тырпул акса тӑваҫҫӗ», — тет вӑл. Тепӗр ҫӗрте пӑлхар патши Алмуш ятлӑ пулнине ҫырать. Алмуш, терӗмӗр-ха эпир. Анчах та ҫав пӑлхар патшин ячӗ чӑннипе мӗнле пулнӑ-ши?..
Ҫав араб ҫулҫӳревҫисен текстне авалхи ҫырулӑхсене пӗлекен тӗрле тӗпчевҫӗсем, тӗрлӗрен вулаҫҫӗ иккен. X. М. Френ ятлӑ тӗпчевҫӗ Ахмед ибн-Фадлан ҫырнине Йакут «Словарӗ» тӑрӑх вуланӑ чухне пӑлхар патши ятне Алмус тесе палӑртать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |