Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра.
Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ.
Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла.
Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур.
Чӑваш Енре кӑҫал та ҫырла фестивалӗ иртӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче ирттерме палӑртса хунӑ.
Пӗлтӗрхи фестиваль Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Хыркассинче пулнӑччӗ. Хальхинче Шупашкарта ирттерӗҫ. Фестивале Машина тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш ҫуртӑн 6-мӗш корпусӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Унта пысӑк парковка, сцена, фудкорт тата арт-объектсем пулӗҫ.
Фермерсем ҫырла ҫеҫ мар, паха калча, хунав сутӗҫ. Ӗҫлӗ программа кӑҫал та «Ивушка» (Хыркасси ялӗ) питомникра иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |